Читать книгу Асамла тенче - Аскольд Алексеевич Де Герсо - Страница 3

Сенкер куçлă пике

Оглавление

«Çыр хĕрринче, хысак çинче, тÿпе пек сенкер куçлă пике тăрать…» – сăввăн малалли йĕркисем пуçран сирĕлнĕрен, ниепле те аса килмерĕç. Тата кирлех-ши вĕсем?


Çимун çав тĕпсĕр асамлă сенкер куçсене ăшшăн асăнчĕ чĕрере. Хăлĕ, тен, вăл çав куçсенче путмашкăн та хатĕр пулĕччĕ. Вĕсен тарăнăшĕнче путнă чухне çăлăнăç та кирлĕ пулмĕччĕ. Тепĕр пируса ивĕртнĕ хушăра пĕр шутламан-уйламан çĕртенех каçхине пулса иртнĕ тавлашу аса килчĕ. Мĕншĕн хăйне кăшт чарса тăмарĕ-ши вăл ун чухне? Темĕн ĕнтĕ малтан ĕçне пурнăçлатпăр, унтан шутлама пикенетпĕр, анчах чылай хушăра: чавса çывăх та, çыртма çук.


Çепĕç чунлă пикепе вĕсем ĕнтĕ виçĕ çула яхăн тĕл пулаççĕ, унăн шухăшĕпе паянхи кунччен вĕсер хутшăнăвĕ иккĕшин кăмăлне те каятчĕ пек. Пурте аванахчĕ темелле, мĕнле хура кушак чупса иртрĕ-ши вĕсен хушшинчен? Каччă пикене чун-чĕререн савни хĕршĕн вăрттăнлăх мар. Алă çинче çĕклесе çÿреме те хатĕр вăл ăна, çийĕнчен тусан пĕрчине те сирсе шăлса ярĕччĕ-и тата. Нихăçан та Çимун пикене кÿрентерсе курман, пур енчен те тивĕçтернĕ. Халĕ тата мĕскер пулчĕ вĕсен хушшинче?


Хаклă йышши тум-юм, укçа-тенкĕ, ылтăн-кĕмĕл капăрлăхĕсене те хăшĕ кăмăлне кайнине туянса панă, тинĕсри круизсене те пĕрре çеç мар тухнă – пур енчен те пикен кăмăлне тупатчĕ. Атлантика тинĕсĕнче те пулса курнăранпа чылай вăхăт та иртмен-çке-ха. Каччă ятарласа çав куруиза тухма мĕнпур ĕçне хăварнăччĕ. Хăш хулара кăна пулса курмарĕç-ши вĕсем çула майăн та, каннă хушăра та. Хăть те мĕнле пике те çакăн йышши пурнăç çинчен ĕмĕтленмелле çеç тесе шутлать каччă. Ылтăн сăпка кăна çакса паман та алă çинче йăтса çÿременни кăна. Ара, тата мĕскер кирлĕ?


Харкашусем вара каччă пикене ачине пăрахтăр тесе çине тăнăран пуçланчĕç. Çав самантран пике çиллессĕн пăхма тытăнчĕ ун çине, чăркăшма тапратать кашнинчех. Тата пĕрлешесси пирки пике сăмах хускатсан, килĕшме васкамарĕ каччă, унăн шухăшĕпе вĕсене капла та питĕ аван вĕт, мĕскер çитмест? Çавăн пек çырăнса пĕрлешни кирлех-шим? Каччă пикене уйрăм хваттер туянса пачĕ, пур тăкаксене те саплаштарса пырать, укçа енчен те нихăçан та хĕстермест. Мĕн чухлĕ кирлĕ – çавăн чухлĕ тыттарать, хăçан ытларах та.


Мĕншĕн хăвăн ирĕкне ача-пăчапа, çемьепе хĕстермелле? Нивушлĕ ирĕк пурнăç йăлăхтарса çитернĕ ăна? Нимĕнле те ăнланса пĕтереймест каччă çакана.


Çемьеллĕ тусĕсем калаçусенче, каçхине е çурçĕр варринче ыйхă татса ача сиктернисем, арăмĕсем пĕр çукшăнах тăрт-март тунисем çинчен пĕрре мар каласа панă. «Кусемпе ан хутшăн, лешĕсем сана кирлĕ çынсем мар», – çавнашкал сăмахсем яланах, кунран кун илтме кама кăмăллă пулни пур? Ют хĕрарăм çине пачах пăхма юрамасть, çавăнтах кÿлешÿ палăрать теççĕ. Тата тăванĕсем пур çĕре те хутшăнма, пурăнма вĕрентме тăрăшаççĕ. Çук, çавнашкал пурнăç ăна пĕртте килĕшмест…


Паян вăл ăнăçлă çамрăк усламçă, хуть те мĕнле çул та унăн умĕнче уçă. Мĕншĕн-ха унăн хăйне пĕр çукранах чăрмавсем тăратмалла? Вăл ăçта çул тытас тет, çавăнталла утать, çемьеллĕ пурнăçра ку йышши хăнăхусемпе сывпуллашма тивет. Çемье, унăн шухăшĕпе, ирĕк пурнăç çине тăлă тăхăнтартнипе пĕр танах. Çимун тăван ашшĕ пурнăçĕ тăрăхах пĕлет, ашшĕ, хăйĕн арăмне тарăхма пĕр еркĕнĕн ытамĕнче киленет, хушăран тĕрлĕ йышши командировкăна каятăп текелесе. Арăмне те ĕнтĕ нихăш енчен те хĕсни çук, çуртра мĕр кирлĕ – пурте пур, анчах та ыркăмăллăх, татулăх çитейменни çук-çук та – сисĕнет.


Çакна темĕн чулĕ мулпа та саплаштарма пулмасть. Кун пирки ашшĕпе амăшĕ харкашнă хушăра ăнсăртран илтсе пĕлчĕ вăл, урăхла-тăк, тен, сисмен те пулĕччĕ. Çын çине кăлармаççĕ вĕт ĕç-пуçа. Кÿршĕ-аршăсем вара унăн ашшĕне тĕслĕх тесе кăтартаççĕ хăйсен упăшкисене. Кăшт та пулин пĕлсенччĕ вĕсем çав тĕслĕх ĕн пурнăçĕ çинчен! Çавнăтах шухăшĕсене улăштарнă пулĕччĕç-и, тен.


Çимун вара çемьеллĕ пурнăçра çавăн йышши ултавпа пурăнасшăн мар. Хутшăнусенче пушшех ултава йышăнмасть вăл: хуть ĕçтешсемпе, хуть хĕрсемпе. Хăйне çавнашкал кăмăл-туйăмлă çын тесе йăпанать ĕнтĕ хальлĕхе. Анчах таçти шалти, авалхи манăçнă ĕмĕт çук-çук та сассине парать: «Çимун, эсĕ хăвна улталатăн. Эсĕ тÿпе пек сенкер куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленетĕн. Пике куçĕсем вара хăмăр тĕслĕ, çавăнта мар-ши чăн хуравĕ?»


Çутă кăвак куçсем – Çимунăн мĕн ачалăхран ларса юлнă ĕмĕчĕ. Çакăн пек ĕмĕт мĕн сăлтавпа астăвăмра юлнине, мĕскер тĕлĕшпе çуралнине хăй те астумасть вăл. Каччă çавăн тĕслĕ куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленет, анчах тем чарса, пÿлсе тăрать ăна. Çавах та хăйне килĕшÿллĕ те ăслă пикесем тĕл пулсах тăраççĕ. Пĕр пулăм кăна чăрмантарать – атя саккунлă майпа пĕрлешетпĕр тени. Ăнланма та пулать ĕнтĕ, арлă-арăмлă пурăнма пуçăнсан, Аньăн шикленесси йăлт пĕтет, саккунлă майпа çырăннă упăшка йăпăр-япăр пăрахса кайма пултармасть.


…Çимун киленÿллĕыйхине татсавырăн çинче йăшăлтатрĕ, хăлхине алăкран шакканă сасă килсе кĕчĕ. Пике каçхине яланхилле сиввĕн калаçма, унтан ятлаçма тытăннăччĕ. Каярахпа хăйĕн çиллине тÿсеймесĕр хваттер уççине сĕтел çине ывăтса хăварнăччĕ. Халĕ, ав, кутăн килсе çитрĕ пулас.


«Ăнланса илнĕ, кутăн, таврăнса çитрĕ», – савăнăçлăн йăпанса хăпартланчĕ каччă. Васкамасăр çеç вырăн çинчен çĕкленчĕ. Вăхăта тăсса кутăнлашнă пикене юриех тарăхтарас тенĕн хăтланчĕ. Анчах та алăка уçсан, унта пике мар, хваттере тирпейлесе, хуçалăха тытса тăракан Ирина пулчĕ, качча тĕлĕнтерсе.


– Эпĕ сире тухса кайма та ĕлкĕрнĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çавах та, сас парса пăхас терĕм, – чĕнчĕ хайхи Çимуна курсан.


– Каçару ыйтатăп, эсир, Ирина, паянхине килесси пирки мансах кайнă, – кăшт кăмăлсăррăн (ара, пике пуласса шанса тăнăччĕ-çке, ĕмĕтленнĕччĕ) хуравларĕ каччă.


Халĕ ак, ку хĕрарăм куç тĕлне тухса тăрсан, каçхине пуçсăр хăтланса тусĕсене хăнана чĕнни тесе аса килех кайрĕ. Çав тĕлĕшпе Иринăна сĕтел çине хатĕрлеме чĕннĕччĕ. «Çук, кун пек чылай ĕçме юрамасть», – хăйне ятласа илчĕ çав хушăра каччă. Ĕçре Çимуна карьерăпа пĕр картлаша çÿлелле çĕклерĕç те, çав савăнăçа паллă тума хатĕрленнĕччĕ-çке.


– Ыльăм, Çимун, енчен те эсир хирĕçлеместĕр-тĕк, эпĕ кăнтăр вăхăтĕнче мăнука хампа пĕрле илсе килесшĕнччĕ. Атьсем хăнана каяççĕ те, ачана хăварма никампа çук. Эсир ан пăшăрханăр, вăл сире пĕртте чăрмантарас çук. Пуплеме юрать те ĕнтĕ, ку темĕнех мар.


– Тархасшăн. Кун пирки сăмах та çук, Ирина! Çавăтса килĕрех. Анчах та мана апат-çимĕç туянмалли списокне хатĕрлесе параймăр-ши? Эпĕ халĕ кайма хатĕрленетĕп. Тата енчен те эсир килĕшсессĕн, çула май ачăра хамах машина çине лартса килме пултаратăп. Хирĕçлеместĕр пулсан, паллах…


– Чăн та-и? Тавтапуç, ыльăм. Эпĕ халĕ тирпей кÿртем-ха хваттере, ирхи апат хатĕрлем. Аня килет-и? – çавах кăсăкланмасăр юлмарĕ Ирина.


– Çук, – татăклăн хуравларĕ хирĕç каччă.


Ирина текех тĕпчемерĕ, çамрăксем хирĕçеççĕ те, мирлешеççĕ те – пурнăç вĕт вăл, ача-пăча вăйии çеç мар, унăн мĕскер ĕç пур çамрăксем хушшинче. Килмест-тĕк – килмест. Хăйсен ирĕкĕ. Иринăн хăйĕн те пуç ватмалли шухăшсем туллиех.


Çимун тумланнă хушăра темиçе хутчен кĕсъере караслă телефон шăнкăравларĕ: туссем, амăшĕ пулчĕ. Аня çав-çавах шăнкăравламарĕ. Те ĕнтĕ хăй пĕрремĕш шăнкăравласса кĕтет? Епле пĕлсе çитейĕн мĕскер унта, пикен пуçĕнче?


Каçхине çилленнипе, каччă пике тухса кайни аван тенĕччĕ. Çитменне хĕр пĕр çук çĕртенех унăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Паян вара унсăрăн кичем, темĕн çитмест пек. Хваттер пушанса юлнăн туйăнать. Темех мар, иртсе каять тесе çавах хăйне йăпатма тăрăшрĕ. Çветтуй вырăн пушă пулмасть темеççĕ-и-ха? Урама тухса пĕр хутчен кăна ши-и! тесе шăхăрсан çавăнтах тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ кĕтесрен хĕрсем пуçтарăнаççĕ. Каярахпа ÿкĕнме те ĕлкĕрĕ-ха. Виçмине Çимунăн амăшĕ каллех çемье çавăрасси пирки сăмах хускатнăччĕ, мăнуксем кирлĕ, имĕн! Мăнуксем! Вĕсем кăна çитместчĕç Çимунăн пурнăçĕнче.


Çав калаçу вăхăтĕнче каччă амăшне хыттăнах каларĕ, манăн пурнăçа ан хутшăн тесе. Халĕ, ав, аса илчĕ те – ÿкĕнчĕ чĕлхине тытса чарайманнишĕн. Унта та кĕрсе каçару ыйтмалли çинчен манăçтармалла мар терĕ хăйне, хатĕрленнĕ май.


Çула майăн каччă пылак апат-çимĕç лавккине кĕрсе амăшĕ валли пылак кукăль туянчĕ. Ара, амăшĕн чĕрине кăшт та пулсан çемçетмелле-çке-ха. Унтан тепĕр лавккара Ирина ырса панă списокпа апат-çимĕç туянчĕ те алăри сехетне пăхса илнĕ хыççăн Иринăн мăнукĕ патне çул тытрĕ. Хăй çывхарса пынине телефонпа шăнкăравласа систерсе хучĕ. Ирина хĕрĕ ăна урамра калинкке умĕнче кĕтсе илчĕ. Пилĕк çулхи хĕрача шурă тĕслĕ кĕпепе, çÿçне илемлĕн çеç пуçтарнăскер, амăшĕн аллинчен тытса тăрать.


Çимун машинан малти алăкне уçрĕ те:


– Вырнаçăр, чиперккем. Мĕн тери илемлĕ сирĕн çÿçĕр! – терĕ.


– Çимун, мухтасси пирки асăрхануллă пулăр, ача питĕ кăмăллать мухтанине. Ĕнер ирхине кăна манран: «Анне, мĕскер пулать вăл илĕртÿçĕ?» – тесе ыйтрĕ. Ăнлантарса патăм, çавăнтах: «Ара, ку вĕт пĕтĕмпех ман çинчен», – тет. – Йăл-кулупа каласа пачĕ хăрачан амăшĕ, пепкине машинăна вырнаçтарнă май.


Хĕрача сăмсине каçăртса малалла тинкернĕ хушăрах юбкине тирпейлерĕ. Унтан вара аллисене чĕркуççийĕсем çине хучĕ. Амăшĕ юлашкинчен вĕсене алă сулчĕ те машина хускалса кайрĕ.


– Чиперкке, – чĕнчĕ каччă хĕрачана шÿтлĕ сăпайлăхпа, – эпĕ вĕт сирĕн ятăра та пĕлместĕп. Уçмастăр-ши мана ку вăрттăнлăха?


– Алина. Алинчик тесе чĕнсен те хирĕçлессĕм çук, – хуравларĕ хĕрача.


Кун хыççăн каччăн ахăлтатса кулса ямалли çеç юлчĕ. Тимлĕн пăхрĕ вăл ун çине. Хĕрача, шурă кĕпе тăхăннăран, тÿперен аннă пĕлĕт евĕрех курăнчĕ. Кун ытла та шăрăх пулнине халĕ каччă тавçăрса илчĕ те ачана сĕнес шутпа:


– Сире, чиперккене, мороженăйпа сăйлама юрать-ши?


– Сăйласан питĕ аванччĕ, ытла та шăрăх, – пуçне сулчĕ килĕшсе Алина. – Çырлаллине анчах. Анне вара кун пирки пĕлмесĕр юлтăр. Юрать-и?


«Ытарайми илемлĕ хĕрача ку, Алина. Çитĕнсе çитсен никама та парăшас çук», – ăшĕнче шухăшласа пычĕ Çимун. Кафе патĕнче машинăна чарчĕ. Алăка уçса хĕрачана алă тăсрĕ, машина çинчен анмашкăн пулăшрĕ. Çав самантра вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулчç те Çимун самантлăха шак хытса кайрĕ. Куçсем! Акă, вĕсем, арçын ĕмĕрĕпе кĕтнĕ куçсем!


– Сирĕн куçăрсем хĕвеллĕ кунхи тÿпе евĕрех!.. – чăтса тăраймарĕ каччă.


– Мĕн тери илемлĕ сăмахсемпе палăртма пултартăр эсир манăн куçсем пирки! Ыттисем вара пурте кăвак тĕслĕ теççĕ те – пĕтрĕ.


Кафене кĕрсе вырнаçса ларсан Алина пĕр чарăна пĕлмесĕр калаçрĕ. Именесси çук пулас ку хĕр тĕпренчĕкĕн. Иринăн асăрхаттарăвне аса илтерсе пур тантăшĕсем çинчен каласа пачĕ, аслашшĕ пĕр çукшăнах ача çине мăкăртатнине те хăвармарĕ. Чылай мĕскер çинче пĕлтерчĕ, чылайăшне тавçăрмасăрах юлчĕ Çимун. Хăй вара ăнтан кайса итлесе ларчĕ хĕрачана, çав хушăрах унăн секер куçĕсенчен хăйĕн куçĕсене илмерĕ. Ытарайми илемлĕн курăнчĕç вĕсем ăна.


– Алина, эсир хирĕçлеместĕр пулсан, эпĕ пĕр самантлăха пăрăнам халĕ. Шăнкăравламаллисем пур, – терĕ каччă телефонне алла тытса.


– Мĕнле ĕнтĕ эпĕ хирĕçлеме пултараятăп, çавăн йышши сăйланă хыççăн. Çавах та вăрах мар. Анне мана пĕччен хăварма хушмарĕ, – пысăк çын евĕрех хуравларĕ хĕрача.


Тусĕсене шăнкăравласа вечеринка пулманнине пĕлтернĕ хыççăн манса кайиччен тесе килне шăнкăравларĕ. Алинăна хулари аттракционпа паллаштарма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ Иринăна. Ирина ку сĕнÿрен тĕлĕнчĕ, çавах та качча хирĕçлемерĕ.


Каçхине, хĕрачанаасламăшĕн аллинчен тыттарнă хыççăн, каччă машинăран тĕрлĕ курупкăсем пушатма пикенчĕ. Ирина тĕлĕнсех кайрĕ:


– Ара, Çимун çав териех тăкакланма кирлĕ марччĕ ĕнтĕ. Мана кун хыççăн аван та мар. Кусене пурне те Алина ытараймасăр туянтарчĕ ĕнтĕ.


– Ирина, пуçăра ан илĕр! Эпĕ хамăн савăнăçпа туянтăм! – хирĕç кулчĕ кăна каччă. – Сирĕн питĕ пултаруллă мăнук! Вăл манăн куçсене уçрĕ пурнăç çине. Турă сыхлатăр ăна!


Ирина нимĕн ăнланса илеймесĕр тăчĕ. Мĕнле майпа пĕчĕк ача пысăк çынна куçне уçма пултартăр?


Иринăпа мăнукне килне ăсатса хăварнă хыççăн каччă тинех амăшĕ патне çул тытрĕ. Пÿрте кĕрсен каччă амăшĕнчен каçару ыйтрĕ. Унччен вара вăрттăн пăшăлтатсарах:


– Анне, пĕр пĕр йышăну турăм. Сана килĕшессе шанатăп. Хатĕрленсе тăр!


Нумай тытăнса тăмарĕ амăшĕ патĕнче – васкавлăн тухса вĕçрĕ çуртран. Тĕлĕннĕ амăшĕ темĕн те шутласа пĕтерчĕ, анчах тупсăмне çавах тупмарĕ.


…Çурсĕр те иртсе пыратчĕ пулĕ алăк умĕнчи шăнкăрав янăраса кайнă чухне. Хĕр ĕнертенпе йĕнипе хĕрелнĕ куçĕсемпе алăк шăтăкĕнчен пăхрĕ. Ту ленче никама та асăрхамарĕ, мĕнле тăрăшса тинкерсен те. «Ара, тĕлленмерĕ-çке», – терĕ пике хăйне хăй шанмасăр. Асăрханса алăкне ÿçрĕ те урайĕнче кĕмĕл тĕслĕ йăлтăркка хутпа илемлетнĕ курупка курах кайрĕ. Алла илсе уçрĕ курупкăна, шалта хĕрлĕ тĕслĕ кĕлчечек.


«Нивушлĕ Çимун килсе кайнă?» – вĕльтлетсе илчĕ пике пуçĕнче шухăш. Чечекĕн туни çине вара пикене тĕлĕнтерсе ылтăн çĕрĕ тирнĕ те çумне шурă хут лектернĕ. Шурă çинче хĕрлĕпе пĕртен-пĕр сăмах анчах çырнă: «Таврăнсам!»

Асамла тенче

Подняться наверх