Читать книгу Асамла тенче - Аскольд Алексеевич Де Герсо - Страница 5

Çын куççулĕ çĕр çине ÿкмест

Оглавление

Шăплăха сирсе шалтăртатса-кĕмсĕртетсе тимĕр хапха ун хыçĕнче хупăнчĕ. Ирхи тĕтреллĕ çанталăк сирĕлсе те çитетчĕ, çавах сывлăшра нÿрĕк уççăнах туйăнса тăрать. Тÿпене карса илнĕ кĕрен пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел пайăркисем тăсăлаççĕ çĕр çине: кун ăшă, хĕвеллĕ пулма тивĕç апла. Хапха патĕнчен уйрăлса темиçе утас утасланă хыççăн кăна Çеруш хăйса кялла çаврăнса пăхрĕ. Çÿллĕ хÿме çийĕнчен улт-çичĕ рет йĕплĕ пралук тăсăлать хапха икĕ еннелле, хушăран йытăсем вĕрни те çитет хăлхине. Çеруш вăтăр çула çывхарса пыракан каччă: кĕрнеклĕ, латака хул-çурăмлă, çаврашка пичĕ çинче тарăн вырнаçнă куçĕсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Тискеррĕн пăхаççĕ куçĕсем таврана: енчен те кам-тăр айăплă унăн ăнман пурнăçĕнче. Ултă çул ытла иртрĕ каччă пурнăçĕ çакă хапха шал енче. Калама кăна вăл ансат, çамрăк вара кашни кунне çеç мар, сехетне те шутлатчĕ ирĕке тухассине.


Вăрах вăхăт тăван сасăсене илтменрен, таврара шăплăх хуçаланнăн туйăнчĕ ăна. Трактор кĕрлени-и е автансем авăтни хăлхана çурса кĕриччен. Унăн тунсăхне çакă сасăсемшĕн калама та сăмах çитес çук. Кашни кун çкă сасăсем хăлхара тăрсан эпир вĕт вĕсене тимлĕхе те илместпĕр: пур аван, çук темĕнех мар. Каччă утасĕсене хăвăртлатса инçерех пăрăнас терĕ кунтан. Ултă çул хушшинче ашшĕпе амăшĕ ĕçмелли-çимелли кÿмен-тĕк çитменне тата почтăпа ещĕкĕ-ещĕкĕпе ярса паман пулсассăн, мĕнлерех пурăнса ирттерĕтчĕ-ши вăл çак çулсене? Ÿкĕтлени те пулнă ĕнтĕ, вăрçнă самантсем те – ытахальтен хупса хумарĕç вĕт ăна, ирĕрен уйăрмарĕç, çавах та мĕнле хăртсассăн та, амăшĕ шеллет ăна. Кашни аннешĕн хăй ачи хаклă çав, хăть миçе çулта пулсан та. Çул тăрăх утнă май, Çеруш хирĕç килекен арçынна асăрзарĕ. Танлашса çитсессĕн, каччă:


– Ырă кун пултăр сире, – тесе чĕнчĕ.


– Аванах-ха, – хуравларĕ арçын.


– Автостанци е чукун çул чарăнăвĕ хăш вырăнта вырнаçнине пĕлтерсемччĕ, – куçĕнчен пăхрĕ арçынна Çеруш.


– Хаваспах, Çакă урампа çур çухрăм ытларах иртсен, сулахаялла пăрăнăр, тÿрех куç тĕлне тухаççĕ иккĕшĕ те.


– Таймапуç, ырă çыннăм, – сывпуллашса уйрăлса кайма хатĕрленнĕччĕ çеç, татах çаврăнчĕ: – енчен те май пулсан пĕр пируспа тивĕçтереймĕр-ши?


Пируса тивĕртнĕ хыççăн вăл малалла васкарĕ. Чăнласа та, кăшт вăхăт та иртмерĕ, куç умне пулчĕ автостанци. Халăх йышлăн явăнать тÿремре: çул çине тухнисем, ăсатакансем – калаçаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Çерушăн чунĕнче темĕн-капланса тăвăлса килчĕ: пĕрремĕш кун ирĕкре. Куна мĕскерпе танлаштарса пулать-ши? Куçĕсенчен куççульсем те сисĕнмесĕрех тапса тухрĕç, макăрас килчĕ каччăн ача чухнехи евĕр.


Акă вăл кассăсем патне çывхарса билет ыйтрĕ. Çийĕнчех вăл автобус çине билет туйянма умкай пулчĕ, çавах та кăшт уйланă хыççăн шухăшне ылмаштарса пуйăс çине туянас терĕ. Пĕкĕлме хулине çитиччен миçе хутчен автобус çинчен автобус çине куçса лармалла, пуйăсĕ вара тÿрех Пĕкĕлмене çитиех. Билетне туяннă хыççăн, Çеруш йĕри-тавра пăхкаларĕ те, кĕтесре вырнаçнă киоск енне çул тытрĕ, пирус туянчĕ. Курупкăна уçса пĕр пируса çийĕнчех тивĕртсе мăкăрлантарса те ячĕ. Йÿçĕ тĕтĕм ÿпкине кĕрсе минтретсе ячĕ, ара, каçхинче туртнă хыççăн ку вĕт иккĕмĕш пирус çеç. Унтан васкамасăр, уçăлса çÿрес шутпа, çуммăн вырнаçнă пасара кĕрсе тухма шут тытрĕ.

Асамла тенче

Подняться наверх