Читать книгу Асамла тенче - Аскольд Алексеевич Де Герсо - Страница 4

Тĕлĕнмелле тĕлпулу

Оглавление

Ку пулăм манăн пурнăçра яш çулсенчи тапхăрта килсе тухнăччĕ. Вăл вăхăтра ăнланса-тавçăрса çитме çук пулăмсем, тĕш-мĕш пирки уççăн калаçнине асилместĕп. Хăшĕ ял кулли пуласран шикленнĕ, хăшĕ тата та ăссăрсен пульницине ăсатасран та хăранă пулĕ, халĕ мĕскер ун çинчен хускатма. Пĕрре мар хам çинче сиснĕ çавнашкал пăхнине, мĕн-тăр каласа панă хушăра.


Çавă каçхине ĕçрен кая юлса таврăнма тÿр килчĕ. Отпуска тухнăран хутсемпе çÿресе чылай вăхăт иртрĕ. Отпуска вара, кашни çул тенĕн, кĕрхи вăхăтра тухатăп, хăвăр ăнланатăр, çак тапхăрта кăшт кун каç енне сулăнчĕ, кунçути тĕксĕмленме те пуçăнать. Тăвтă-пилĕк сехетре аванах каçхи сăн çапать. Енчен те пĕлнĕ-тĕк, çапла пырса тухасса, тепĕр кунхине хăварнă пулăттăм-ши хут ĕçĕсене? Машина çăмăллăн пырать асфальт сарнă тикĕс çулпа. Колонкăсенчен çепĕç кĕвĕ юхать салон тăрăх шăплăха сирсе.


Хула урамĕсене кĕрсе çитме нумай та юлманччĕ ĕнтĕ, икĕ-виçĕ çухрăмран та ытларах мар пулĕ, манăн машина ÿмĕнчен темĕн мĕльтлетсе иртрĕ вăркăннăн. Чарăну педалĕ çине те пусма ĕлкĕрмерĕм, çавах та чарăнтăм машинăна çул хĕрне кăларса. Ку вырăнта çак вăхăтра кам çÿретĕр-ши, тенĕ шухăш та килсе кĕчĕ пуçа, анчах та мĕлке вĕт курăнчĕ-курăнчех куç умĕнче. Куçкĕскирен пăхрăм, çавах çул çинче нимĕн те асăрхамарăм. Машинăн моторне чарса, тухрăм та каялла утрăм. Кунта çакă саманта та асăрхаттарса хăвармалла: ĕç-пуç çăва çывăхĕнче пулса тухрĕ, хире-хирĕç.


Мĕлкене асăрханă тĕлерех çитсен тепĕр хутччен те шырантăм, нимĕн те çук. Анчах та тĕлленмерĕ-çке?! Çавăн пек шутланăччĕ çеç, шалти туйăмпа ура сассисене илтрĕм. Çук, тĕлленмерĕ, тинкеререх пăхсан, хĕрессемпе палăксем хушшинче такам шалалла утнине курах кайрăм. Хăрарăм тени сахал пулать, çÿçсем вирелле тăрса кайрĕç пуç çинче. Пĕтĕм ÿт-пÿ ваккăн чĕтреме пикенчĕ, нихăçан пулман япала. Пĕр шухăшсăрах хам çине хĕрес хыврăм, анчах мĕлке çухалмарĕ. Мани çине пĕр чĕптĕм те тимлĕх уйăрмасăр шалалла васкарĕ. Мĕскер асăрхама çитертĕм, унăн аллинче пĕр çыхă шурă çеçкесемччĕ. Тен, урăх тĕслĕ пулнă-тăк асăрхаман та пулăттăм.


Машина патне васкавлăн çитсе хунар илтĕм те чупнăн çула урлă каçса çăва хапхи патне çитсе тăтăм. Хăрушлăх та пур, анчах кăсăклантăм ку пулăмпа. Çаплах хĕтĕртеççĕ-çке мана малалла утма, хистеççĕ. Акă, хуллен кăна йăпшăнса пыратăп мĕлке хыççăн темиçе утас каярах. Хунар сасартăк мĕльтлетсе илчĕ те, сÿнчĕ. Пĕтрĕм иккен, терĕм ăшра. Ара, тĕттĕмлĕх хупăрласа илчĕ-çке, çухататăп вĕт мĕлкене. Манăн телее пĕлĕтсем хушшинчен уйăх шуса тухрĕ. Халĕ тавçăрса илтĕм: машинăна çăва хапхине хирĕç лартса çутăсене çутнă-тăк, халĕ кăнтăр кунĕнчи пек çутă пулатчĕ икенне. Çавах та, уйăх çути те аванах çутатать. Унăн çутинче, çакă мĕлке пĕр палăк патне çитрĕ те кăшт пăрăнчĕ. Çав хушăра çухатрăм хайхине.


Палăк патне уйăх çутипе усă курса çитсен, чарăнса тăтăм. Тĕлĕнмелле, палăк умĕнче чечек çыххи выртать. Чечексем те яланхисем мар, ку йышшине йăпăр-япăр туянма çук. Ку вăхăтра кăна мар, уявсенче те тупма çук вĕсене. Мĕнле, ăçта туяннă? Тюльпанĕ, кĕлчечекĕ тĕрлĕ тĕсли пур сутура, кусем вара çук.


Уйăх çути меллĕн сăрхăнать çĕр çине, çавăн çутипе май тупса палăк çинче çыннин ятне вуларăм. Палăкăн чулĕ аваллăхран мăкланма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, чылайранпа кунта никам та çÿременни те çийĕнчех палăрса тăрать. Ячĕ тăрăх кунта пархатарлă хĕрарăм ĕмĕрлĕхе вырăн тупнине уйăрса илтĕм. Анчах та мана урăх ыйту тăнăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн-ха вăл канлĕх тупман? Тата ăçта çÿрет?


Ку йышши пулăмсем çинчен авалхи кĕнекесенче вуланă та, вулани вăл пĕрре, хăвăн куçупа курни пачах урăх. Туйăм та урăххисем чĕрере те чунра та. Куна çакăн йышши пулăмсемпе тĕл тума тивнисем çирĕплетме пултараççĕ. Мĕн чулĕ вăхăт иртрĕ-ши эпĕ шак хытса кайса тăнă хушăра, пĕлместĕп. Мана каçхи кайăк хулăннăн кăшкăрни тăна кĕртрĕ. Вырăна асра хăварса кутăн тухрăм машина патне. Утнăçемĕн хĕрарăм мана хыçран пăхнăн туйăнче, çавах та çаврăнмарăм. Тепĕр хутчен те хĕрес хыврăм, пулăшмарĕ темĕн.


Машина çине вырнаçсан, мотора хускатрăм та, аçа çапнăн вирхĕнтĕм ку вырăнтан. Халиччен те çакăн пек хăвăртлăхпа çÿресе курманччĕ. Тапхăр-тапхăр мĕлке çавара юлмарĕ, хыçри ларкăчсем çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Çакă туйăм вара тата та хăвăртлăха ÿстерме хистерĕ. Юрать-ха, манăн телее çакă каç хирĕç килекен машинăсем пулмарĕç.


Çурт тĕлне çитсен, машинăна картишре вырнаçтартăм та, пирус туртса ятăм йÿçĕ тĕтĕме мăкăрлантарса. Тĕтĕм çÿлелле çĕкленет те сывлăшра сирĕлет. Урамра хунар çутатаççĕ юпасем çинчен, каçхи тÿперен çăлтăрсем. Хваттер кнтăкĕсенче унта-кунта çеç çутă палăрать, чылайăшĕ канлĕ ыйăха путма та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн таврашра ытларах ватăсем пурăннăран, кунта тĕлĕнмелли темĕнех çук пулĕ. Пируса мăкăрлантарса пĕтернĕ хыççăн эпĕ те хваттере иртме васкарăм. Подъезд алăкне уçнăччĕ çеç чĕрене çурасла кăшкăрса кушак тухса сирпĕнчĕ подъездран.


Чĕре калт! çеç турĕ. Кушака вăрçнă хыççăн, çавах тĕттĕм подъезда иртрĕм. Миçе лампочка илсе лартман-ши, эрне те çутатмасть, кам та пулсан пăрса илетех. Асăрханса картлашкасем тăрăх çĕклентĕм хваттер патне çити, алăка уçса иртрĕм.


Каçхи апат хыççăн чылай та лармарăм, вырăн çине вырнаçрăм. Куçсене хупнăччĕ çеç, каллех çавă мĕлкен ячĕ килсе тухрĕ куç умне. Апполинария Галактионова. Кам пулнă вăл? Хăш вырăнта ĕмĕр ĕмĕрленĕ? Ыйтусем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç пуçăмра. Çавах та ыйхă хăйĕн авăрне тыткăнларĕ тыткăнларех…


Тепĕр кунхине ир çинченех, вăхăт сакăр сехет иртерехпе хулара вырнаçнă архива çул тытрăм. Иртнĕ пурнăç, пулам çинчен архивра хутсем пулма тивĕçех вĕт. Паянхине вăл хăть мĕне те компьютер çинче шырав йĕрки çинче çыратăн та, çавăнтах пурте куç умне тухса тăрать. Хăть кама та тупма май пур, енчен те хăçан çын çуралнă, хăш хулара пурăннине пĕлсен тĕппи йĕрĕпе пĕлтерет. Çавăн чукхне вара кун пирки ĕмĕтленме кăна юлатчĕ, мĕнле-тăр пĕлÿ кирлĕ чухне ăçта кăна çитме тÿр килместчĕ-ши. Эпĕ архива çитнĕ çĕре унта ĕç вĕресе тăратчĕ, çавăнпа та кăшт кĕтерех тăмалла пулчĕ, кам-тăр асăхасса шанса.


– Ырă кун пултăр, – чĕнтĕм хайхи çуммăн иртсе пыракан пикене.


– Ырă çеç, – хирĕç хуравларĕ пике, – сире мĕн-тăр кăсăклантарать? – ман çине тинкерсе пăхрĕ вăл.


– Манăн архив докуменчĕсенче пурччĕ кăсăк, – тÿрремĕн патлаттарса хутăм.


– Тăвансем пирки? Е тата мĕскер?


– Çук, пачах урăх. Çавах та хальхи самантра питĕ кăсăклантарать.


– Хăш тапхăр интереслентерет?


Эпĕ кăшт çухалса кайрăм, ара, çулĕсем пирки пăхма пуç та çитеймерĕ, тата тĕттĕмре ăçта унта тĕм те пĕр шыранма. Çавах та:


– 1900 мĕш çултан 1930 мĕш çулсем, – терĕм.


– Кăштах кĕтерех тăрăр. Халĕ пăхса илетĕп, мĕскерпе сире усăллă пулма пулать, – пике çаврăнса утрĕ çывăх кабинета, эпĕ вырăнта юлтăм. Вăхăта ирттерес шутпа стена çине çыпăçтарнă хуисене вуларăм. Кăштахран пике кутăн тухрĕ те, ман пата çывхарса:


– Каçарăр та, анчах сире интереслентерекен хутсем çук. Çавах та сире музея кайса пăхма канаш пама пултаратăп. Унта пĕтĕмпех пулма тивĕç.


– Таймапуç. Каçару ыйтатăп сире ахальтнех чăрмантарнăшăн. Чипер юлăр, – тесе тухса кайма кăна юлчĕ ĕнтĕ мана.


Малалла нимĕн тума аптраса, машина çине вырнаçрăм. Музейра пулшу кÿме пултарасса шанчăк сахал та, анчах манăн урăх ниăçта та тупма çук интереслентерекен хыпара. Вăхăт майĕпен шуса вуникĕ сехет те çитетчĕ-ши, музей умне пырса чарăнтăм. Музейре пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленетчĕç пулас, пурте вырăнта. Пĕр музейăн сотрудникĕ патне çывхарса ыйтрăм хама кăсăклантаракан документсем пирки. Çийĕнчех темиçе папка кÿрсе хучĕ ман уман ума пике. Тимлĕн вулама пикентĕм хутсене, анчах мĕнле шырансан та пĕр хут çинче те Галактионова Апполинария çинчен асăнни çук. Икĕ хутчен асăнни пурччĕ ку хушамата, анчах арçынсем. Тен, тăванĕсем, мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пуррине те тупмарăм. Тав туса музейран тухрăм, çăва патне кайса тепĕр хутчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа. Тен, палăк мĕнле-тăр шухăш парĕ, куçа уçĕ?


Çăва, ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă чунсен лаптăк, месĕрле хула мана шăплăхпа кĕтсе илчĕ. Кайăксен çуйхашни те илтĕнмест, çулçăсем те йывăçсем çинче вăтаннăн усăннă. Машинăна хапха умĕнче хăварса иртрĕм шала. Каçхине палăк хапхаран кĕрсен инçере те мар пĕк туйăннăччĕ, ытла та хăвăрт çитрĕм-çке ун чуне, чăнласа аванах шала иртмелле пулчĕ. Халĕ кун çутинче тĕрĕс-тĕкелех сăнаса пăхрăм палăка. Тарăн хуйха путнă пирĕшти, умĕнче, ура вĕçĕнче уçса хунă кĕнеке. Уçă страницăсем çинче хушамачĕ, ячĕ, çулĕсене палăртнă. Халĕ ăнланса илтĕм хамăн йăнăша, çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ мар, вунтăххăрмĕш ĕмĕртех пурăннă хайхи хĕрарăм. Апла вара, музейре тĕл тунă арçынсем мăнукĕсем пулма пултараççĕ, енчен те мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пулсассăн.


Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх упранать месĕрле хулара. Кашни палăк е хĕрес айĕнче хăйĕн историйĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕсем. Кашни пурăннă, ĕмĕтленнĕ… Палăк çумĕнче тăнă хушăра шалти туйăмпа çумра кам-тăр пуррине сисрĕм, те тата Апполинария хăех пулчĕ çакă. Анчах та мĕскер пĕлтересшĕн пулчĕ вăл, мĕскер каласшăнччĕ, эпĕ çав-çавах пĕлмесĕр юлтăм.


Ăнсăртран, шухăша пĕр саманта сирнĕ хушăра, çуммăн ватă çеç мучи тăнине курах кайрăм. Çи-пуçĕ иплĕ, сăн-пичĕ çинче сухалĕ те мăйăхĕ те наукăра тăрăшакансен евĕр.


– Чылайранпа ун патне никам та килменччĕ, – терĕ вăл ăнсăртран, аванлашмасăрах, енчен те кăшт пăрăннă хыççăн çывхарнăн.


– Чечек çыххи вара? – ыйтрăм эпĕ, каçхине кунта чечек çыххи курнине аса илсе. Кунта тата тепĕр тĕлĕнмелли килсе тухрĕ. Палăк çывăхĕнче те, аяккинче те чечексем çук. Палли те çук.


– Эсир шурă чечексем пирки? – хуравласса кĕтмесĕрех малалла тăсрĕ, – тăк, вăл вĕсене хăй илсе килет.


Арçыннăн сăмахĕсем мана пушшех çухатса ячĕç. Эпĕ чĕлхене çухатрăм темелле. Ку самант арçыннăн тимлĕхĕнчен вĕçерĕнмерĕ пулас, тата та чĕнчĕ: – эсир ан тĕлĕнĕр. Месĕрле хулара сахал мар тĕлĕнтерÿ, сыввисене ăнланма çук, пулса иртет.


Халĕ, ак, тимлĕн сăнаса пăхрăм ун çине. Кăшт тăна çухататтăм, ун хыçĕнчи япаласем витĕр курăнаççĕ. Мана ĕнтĕ çийĕнчен темĕн тĕлĕнтерчĕ унăн сăмахĕсенче, анчах та эпĕ ун çине çаврăнса пăхманччĕ. Тата çĕр аллă çулхи çыншăн ытла та патвар та çамрăк курăнать-çке.


– Яш тусăм, сире сахал мар тĕлĕнтерÿ кĕтет пурнăçра, – пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне, енчен те эпĕ унăн тусĕ пулнăн. – Апполинарийăна эпĕ çирĕм çулта пулнă чухнехинченех астăватăп. Вăл ун чухне Салтыкова хушаматпа çÿретчĕ, кăмăлсăрланатчĕ унтан. Хăв та илтнĕ пулĕ Салтычиха текен чунилли çинчен. Çук, вăл чуниллипе тăванлăхĕ çукччĕ вĕсен, енчен те ытла аякран пулмасан. Каярахпа Галактионов генерала качча тухсан тинех савăнчĕ, хуть ăçта та хĕр хушаматне пытарма тăрăшатчĕ. Чылай пурăнмарĕç вĕсем хулара, Питĕр хулине тухса кайрĕç. Вăл вăхăтра пĕр тапхăра çухатрăм ăна. Темиç çулччен Апполинария çинчен пĕр сас-хура та çукччĕ. Упăшки генерал пурнăсран уйрăлса кайсан, пĕринче хулара килсе тухрĕ. Виличчен те хура тумне пăрахмарĕ çийĕнчен, ăçта килсен те хура тум сырнăччĕ.


Эпĕ вара çав кĕвех çухалса кайнăн итлесе тăтăм, арçыннăн сасси тарăн пусăран евĕр çитрĕ манăн хăлхана. Кам сиртен çакнашкал самантра урăхла тăнă пулĕччĕ? Халиччен те пурнăçран ĕмĕр каярах уйрăлнă çын мĕлкипе тĕл тусан? Вăл кăна-и? Чĕрĕ, сывă çын евĕр калаçсан? Арçын ман çине пĕр тимлĕх уйăрмасăр тĕпчет: – пурнăсран та ăнсăртран уйрăлчĕ…


Темĕн, тĕ ура айĕнче типĕ турат хуçăлнинче пулчĕ тĕп сăлтавĕ, анчах та арçын куç умĕнчен çухалчĕ. Куçа тĕлленчĕ тесессĕн, каçхине сыпманччĕ-çке, çавах та машина çинче руль умĕнче çÿретĕп. Тата чечексене асăннине аса илсе каллех пăхса илтĕм вăл вырăна. Тусанĕ те кăшт та шăлăнман, чечексем пулнă-тăк йĕр юлмалла-çке. Анчах та, каçхине хамăн куçпа хам куртăм вĕт вĕсене унта! Хайхи арçынна курнă евĕрех. Унăн та пĕр йĕр те юлман, вăл тăнă вырăнта курăк та таптанман, çав-çавах çĕкленет.


«Вăт манăн отпуск пуçланать!» – аванмарланса шутласа илтĕм хам çеç.


Чултан каснă пирĕшти умĕнче тата та кĕтерех тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.


Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.


Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.


Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.


Тепрĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн вăл халиччен те тăнăçланмасть? Мĕншĕн сыввисен канăçне чăрмантарса çÿрет? Эпĕ тата тарăнрах тĕчеме тытăнтăм. Апполинария çуртра пĕчченех пурăннă, темиçĕ тарçă хĕр тытнă çурта пăхса-тасатса тăма. Хыткăн пулнă Апполинария е çемçе чунлă, ун пирки нимĕн те пĕлме çук, анчах та пĕр тарçă пике хулари çамрăкпа явăçса кайнă. Кун çинчен хуçа арăмĕ пĕлсе çитсен, пĕр пуссăр кăларса ывăтатăп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вĕçертнĕ кун çинчен. Чылай та вăхăт иртмест, Апполинарийăна пĕр ирхине юнлă вырăнĕ çинче тупаççĕ, кăкринчен çĕçпе чикнĕ. Паллăх, пĕрремĕш качча сĕтĕрме тытăнаççĕ. Тата камăн сăлтав пулма пултартăр ват çынна пурнăçран уйăрма?


Хулара чылай вăхăт халăх шавлать кун çинчен. Хăшĕ çине тăрса явап тыттармалла, тенĕ качча. Паллă ĕнтĕ, халăха шавласа пултăр, чăн сăлтавне пĕлсе çитеççĕ-и, çук-и, сас-хура тÿперен те çÿллĕрех çĕкленет. Анчах вĕсене кăмăлсăрлантарса çамрăка нимĕн те тумаççĕ. Айăпсăр çынна епле явап тыттарма пулать? Вăл каçхине каччă тепĕр хĕрарăм патĕнче пулнă ирччен, ун пирки пĕр кăсăксăр çынсем çирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсем те тĕрмене ларттарнă пулĕччĕç-ши, çавах тĕрĕсне хирĕç кайма вăй-хал çитермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнă вăл хурах, вĕсне-хĕрне тупмасăрах ĕсне хупаççĕ. Апполинарийăн аслă ывăлĕ, вырăнти тиек çырупа çырса пĕлтернĕ хыççăн, Питĕр хулинчен килсе тирпейлесе пытарать амăшне, пирĕшти палăкне чултан кастарать маçтăра, пурне те вĕçлесен кутăн тухса каять тăван çемьи патне. Тепĕр кунхине палăк çинче куракансем шурă чечек çыххи асăрхаççĕ. Кам килсе хунă, кун пирки никам та пĕлсе çитмест. Хулари ватăсем каланă тăрăх, çавăнтанпа вăл каçхине кашни çул палăк патĕнче чечек çыххи курăнать те çĕтет.


Анчах та… анчах та халиччен те никам та хăйĕн куçĕпе хăй курни çук кăна кам илсе килнине…

Асамла тенче

Подняться наверх